Каллех Лапсар çулĕ. Шăтăк-путăк хальхинче авари патне илсе çитернĕ. Йывăр тиевлĕ машина çинчи бетон плита çул çине ӳкнĕ. Телее, шар курнисем çук.
Пысăк тиевлĕ машина урапи шăтăка анса кайнипе силленсе илет, çавна май тиеве çыхни татăлса анать, плита вара çул çине ӳкет. Çак видеона социаллă тетелте курма пулать. Ăна юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче кăнтăрла вырнаçтарнă. Халăх фрончĕн Чăваш Енри хастарĕсем нумаях пулмасть Лапсарти юсавсăр çул тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернĕччĕ. Ун чухне хула администрацийĕ вĕсене мçул-йĕре юсама шантарнă. Анчах, кăлăхах.
ИЛЬЯ ВАСИЛЬЕВ: «Вĕсем пире çумăрсем пĕтсессĕнех юсатпăр тесе шантарчĕç, анчах çак эрне хушшинче пĕр ĕç те туман. Эпир ĕçĕсене курмарăмăр. Эпир хамăр енчен çак фактпа прокуратурăна çыру çыратпăр. Администраци енчен çул хуçисем ĕçсене çителĕклĕ туса пĕтернĕ и пĕтермен. Çавна хаклаччăр. Енчен те çак çула хăвăртрах тума хула бюджетĕнче е республика бюджетĕнче укçа çитмест пулсан эпир хамăр енчен халăх фронтĕнчен Раççей çул-йĕр министерствине çыру çырма пултаратпăр, сĕнетпĕр. Çак çула маларах типтерлеччĕр». Йывăр тиевлĕ машина водителĕ пĕчĕк хăвăртлăхпа пынă, çул-йĕр правилисене пăхăннă. Юрать-ха унăн çумĕнче çăмăл автомашинăсем тăман, çуран çӳрекенсем те юнашар пулма пултарнă. Халĕ ку пăтăрмах тĕлĕшпе тĕрĕслев пырать.