Пĕлӳ илеççĕ, хаçат кăлараççĕ
Шкулта вĕренеççĕ пулсан та ăста журналистсенчен пĕрре те кая мар. Çивĕч ыйтусене çĕклеççĕ, вĕсене тишкереççĕ, статьясем çыраççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта 16-мĕш хут «Шкул-пресс-2022» пĕлӳ çурчĕсен хаçачĕсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Ăмăртăва Чăваш Енпе пĕрлех Тутар, Мордва, Удмурт, Дагестан Республикисенчи, Питĕр, Чулхула, Киров, Петрозаводск хулисенчи тата çĕршывăн ытти тăрăхри шкул ачисем хутшăннă. Тӳресем 150 ытла ĕç пăхса тухнă. Чăнах та, тĕнчипех курччĕр тесен мĕн тумалла? Шăпах çак вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕç те
<p>Шкулта вĕренеççĕ пулсан та ăста журналистсенчен пĕрре те кая мар. Çивĕч ыйтусене çĕклеççĕ, вĕсене тишкереççĕ, статьясем çыраççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта 16-мĕш хут «Шкул-пресс-2022» пĕлӳ çурчĕсен хаçачĕсен конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Ăмăртăва Чăваш Енпе пĕрлех Тутар, Мордва, Удмурт, Дагестан Республикисенчи, Питĕр, Чулхула, Киров, Петрозаводск хулисенчи тата çĕршывăн ытти тăрăхри шкул ачисем хутшăннă. Тӳресем 150 ытла ĕç пăхса тухнă. Чăнах та, тĕнчипех курччĕр тесен мĕн тумалла? Шăпах çак вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕç те ăсталăх лаççине ирттерекенсем. Кирек мĕнле сюжетра е кăларăмра шухăш тĕп вырăнта. Вăл ахаль мар, хăйне евĕрлĕ пулмалла. Кăсăклă, усăллă пулсан кăна вăл куракана тыткăнлама пултарать. Пĕр пулăмах тĕрлĕ мелпе каласа пама пулать. Сăмахран, Пĕлӳ кунĕ. Сюжета мĕнлерех хатĕрлесси е статьяна мĕнле çырасси чылай автортан килет. Патăрьелти иккĕмĕш шкулта вĕренекен Карина Кошкина çакна аван ăнланать. Вăл «Пирĕн сасă» хаçатра ĕçлет, шкул пурнăçне тĕрлĕ енлĕ çутатать. Хаçата тытса вулама кăна мар, интернет уçлăхĕнче те тишкерме пулать. 11-мĕш класра пĕлӳ илекен Карина малалла та çак енпе ăс пухасшăн. КАРИНА КОШКИНА: «Пире мастер-классра заголовоксем лартма вĕрентрĕç. Текст вăрăм пулмалла мар. Мĕншĕн тесен çынсем вăрăм текстсем вулама юратмаççĕ». «Пирĕн сасă» хаçат верстка тата дизайн номинацинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Яшсемпе хĕрсене хаçат-журналта ĕçлеме питĕ кăсăклантарать. Çамрăксем аталанаççĕ, пулас профессипе те тĕплĕнрех паллашаççĕ. 9-мĕш класс хыççăн 10-мĕшне каймалла е колледжпа техникума çул тытмалла. Кун пирки Вăрмарти Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти Владислав Данилов тĕплĕн çырнă. Конкурсра унăн ĕçне чи лайăххи тесе палăртнă. Вăл вĕренекен пĕлӳ çурчĕн «Шкул сасси» хаçат вара пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Вăл 2007-мĕш çултанпа тухса тăрать. Конкурса 13-мĕш хут хутшăнать. Çĕнтерӳçĕ ята хаçат пĕрре мар тивĕçнĕ. ЕЛЕНА ИЛЛАРИОНОВА: «Çитес хаçата эпир переменăсенче ачасене мĕнле гаджетсенчен уйăрмалли пирки тема кĕртесшĕн. Унпа ĕçлетпĕр эпир. Ку темăна эпĕ мар, вĕсем хăйсем сĕнчĕç. Айтăр-ха çавăн пек туса пăхатпăр тесе. Ачасене пăхатпăр та переменăра гаджетсемпе тăраççĕ, классенче пурте гаджетпа лараççĕ. Çавăнпа çак темăпа ĕçле пуçларăмăр». «Шкул сасси» хаçатăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки Чăваш Наци телерадиокомпанийĕ ятарлă сюжет хатĕрлĕ. Пирĕн ĕçтеш Татьяна Трофимова çакна çирĕплетекен сертификат парнелерĕ. Алексей Зотиков, Татьяна Трофимова, Игорь Зверев<strong> </strong></p>