Балет уявĕ çывхарать

Çуркуннесерен Чăваш Ене балет ăстисем пухăнаççĕ. Кăçал та куракана пĕтĕм тĕнчери балет фествивалĕнче чылай çĕнĕлĕх кĕтет. Вăл ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Густав Малерăн «Титания», Морис Равелĕн «Болеро» премьерисемпе уçăлать. Сумлă фестиваль куракана 26-мĕш хут тĕлĕнтерме хатĕрленет. Чăваш Енре балет ӳнерĕ «Жизель» хайлавран 55 çул каялла пуçланнă. Ăна Агриппина Ваганова ячĕллĕ Ленинградри хореографи училищинчен вĕренсе тухнă 13 артист чăваш сцени çине кăларнă. Кăçал ăна хитре декорацисемпе, пуян çи-пуçпа усă курса çĕнетсе тепĕр хутчен балет фестивалĕнче кăтартасшăн. Воронеж, Пермь, Хусан артисчĕсем ытти тĕрлĕ постановкăсене анлăн хутшăнаççĕ. Ӳнерĕн чикки çук-çке. Балет фестивалĕн программинче Надежда Павловăна халалланă концерт, Алексей Айги кĕвĕленĕ «Арлекинада» та тивĕçлĕ вырăн тупасса шанаççĕ çак уява йĕркелекенсем. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «2022-мĕш çула Чăваш Енре мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе ирттеретпĕр эпир. 26-мĕш балет фестивале те эпир хамăрăн чаплă ентешсене халаллатпăр. Паллах, эпир пурте пĕлетпĕр Надежда Павлована. Вăл чăваш, Раççей балетне тĕнче шайне кăларнă. Унсăр пуçне Чăваш Енре çуралса ӳснĕ яшсем, хĕрсем татах пулнă. Сăмахран, Ефремова Светлана, Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕ. Кайран вара Ленинград училищине пĕтернĕ хыççăн Мариинский театрта пурнăç тăршшĕпе ĕçленĕ. Ирина Желонкина Ленинград училищине пĕтернĕ хыççăн Мариинский театрта пурнăç тăршшĕпе ĕçленĕ. Халĕ вăл заведующий кафедри пулса ĕçлет». Гала-концерт ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче пулать. Фестиваль программине кĕртнĕ балетсемпе çамрăксен Пушкин карттипе усă курса паллашма май пур. Çемьеллисем вара 5 000 тенкĕ абонемент туянса унта çитсе курма пултараççĕ. Театр тишкерӳçисемпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явма, балет ӳнерне тĕрĕс сăн ӳкерме вĕренме тата ытти ăсталăх класне хутшăнма пултараççĕ. Хăйĕн пурнăçне балет ӳнерĕпе çыхăнтарас шухăшлă çамрăксене Пермь патшалăх хореографи училищинче вĕренме кайма суйласа илĕç. Сумлă артистка Надежда Павлова та балет тĕнчине çакăн пек тĕрĕслев вăхăтĕнче лекнĕ. Сăмах май, ăна халалланă кĕнеке кĕçех кун çути курать. Унта унăн пурнăçĕ, пултарулăхри çитĕнĕвĕсем, аса илĕвĕсем, ача чухнехи сăн ӳкерчĕкĕсем пулĕç. Пĕрремĕш хут унпа балет фестивальне килекенсем паллашма пултарĕç. Регина Кубайкина, Бахтияр Велиев

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Перми

Ria.city
Музыкальные новости
Новости Перми
Экология в Пермском крае
Спорт в Пермском крае
Moscow.media










Топ новостей на этот час в Перми и Пермском крае

Rss.plus