Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче СССР халăх артисткине, «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреатне Вера Кузьминана асра тытса «Çулталăк сансăр» асăну каçĕ иртĕ.
Вера Кузьминична пиртен уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитет. Чăваш театрĕн амăшне халалланă астăвăм каçĕ юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче 13:30 минутра пуçланĕ. Вера Кузьмина хайĕн пурнăçне театра халалланă, 70 çул ытла сцена çинче вылянă. Куракансем ăна спектакльсенче чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн сăнарне калăпланипе лайăх пĕлеççĕ. «Айтар», «Нарспи», «Юнлă туй», «Сансăр пурнăç çук», «Хура çăкăр», «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» спектакльсенчи вун-вун сăнар, «Хура чĕкеçри» пекех илемлĕ чĕлхипе чӳхенсе тухакан ӳнер сăмахĕ – Раççейри театрсен «Ылтăн маска» наци премине чăваша илсе çитерме май панă. Театрта ĕçленĕ вăхăтрах Вера Кузьмина кинора ӳкерĕннĕ, совет саманинчи фильмсенче 100 ытла сăнара чăвашла калаçтарнă, сăвăçсемпе çыравçăсен ĕçĕсене радиора «чĕрĕ чун» кĕртнĕ.