Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, скульпторĕ, графикĕ Фёдор Мадуров пурăннă пулсан, 80 çул тултармаллаччĕ. Сумлă ентешĕмĕре асăнма, унăн пултарулăхне кăмăллакансем Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче пухăнчĕç. Кунта «Паянтан ĕмĕрлехе» курав ĕçлеме пуçларĕ.
Фёдор Иванович 1942-мĕш çулта ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Баскак ялĕнче çуралнă. Унăн чи паллă ĕçĕ – 1989-мĕш çулта туса лартнă «Мускав енне çул» композици. Куравра ӳнерçĕн чи паллă ĕçĕсене вырнаçтарнă. Федор Иванович пултарулăхĕ нумай енлине, кăсăклине тепĕр хут курса ĕненчĕç вĕсем. Урăхла май та çук. Федор Мадуров скульптурисем те, чи малтанах, мăнаçлăхĕпе, тарăн пĕлтерĕшĕпе палăрса тăраççĕ. Унăн паллă ĕçĕсем Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче, Третьяков галерейинче, Вырăс музейĕнче упранаççĕ.