Добавить новость


Новости сегодня

Новости от TheMoneytizer

Бюджета тишкернĕ

Тупăш ултă миллиард та 500 миллион тенкĕ хушăннă, тăкак та ӳснĕ, пилĕк миллиард та 500 миллион тенкĕ. Сăмахран, çул-йĕр хуçалăхне пĕр миллиард тенкĕ, агропромышленность комплексне 560 миллион тенкĕ, çурт-йĕр коммуналлă хуçалăхне 517 миллион тенкĕ хушма укçа килмелле. 2022-мĕш çулхи регион бюджетне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.

Социаллă культура тытăмне аталантарма икĕ миллиард ытла тенкĕ уйăраççĕ. Ку укçана вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, культура тата спорт учрежденисен пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме яраççĕ. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвне ӳстерме кăçал 27 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан 12 процент чылайрах. Ял хуçалăхĕ те тимлĕхре. Ăна аталантарма 2022 çулта пилĕк миллиард та 500 миллион тенке яхăн укçа каймалла.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Эпир пĕр парăмсăр пĕтересшĕн кăçалхи çула. Пирĕн элитлă вăрлăхсем илнипе парăм пурччĕ ял хуçалăх предприятисем валли çуркунне е кĕркунне илсен. Халь çав уточненипе пăхса хăварнă укçана илсе çитеретпĕр. Унта аса илтерсе калатăп элитлă вăрлăх илсен, 80 процентне патшалăх Чăваш Республики хыснинчен тавăрса парать. Çак программа ĕнтĕ. Çакăнта укçа пăхса хăварнă».

Ях хуçалăх тытăмĕнче Чăваш Енре 70 ытла программа ĕçлет. Çĕр ĕçченĕ кашнинпех усă курма пултарать. Сăмахаран, техника туянсан тăкаксен 40 процентне саплаштараççĕ. Сĕт суса илмелли ăратлă выльăх илсен хакĕн 40 процентне каялла тавăрса параççĕ. Хушма укçана халăх пуçарăвĕ программăна пурнăçлама та яма палăртаççĕ.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Эпир иккĕмĕш хут конкурс ирттернĕччĕ. 357 проект çĕнтернĕччĕ çав конкурсра. Кăçал укçа çитменнипе ăна вăхăтра параймарăмăр. Çак уточнени хыççăн. Çак пĕтĕм проект валли пăхса хăварнă бюджетра. Хăшĕ-пĕрисем кăçалах туса ĕлкĕреççĕ».

 Саккун проектне халĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче тишкермелле. 

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Вашем городе

Ria.city
Музыкальные новости
Новости России
Экология в России и мире
Спорт в России и мире
Moscow.media










Топ новостей на этот час

Rss.plus