Велосипедпа ярăнма, çуран çӳреме хăш çул лайăхрах? Инкек тухсан пĕрремĕш пулăшу еплерех кӳмелле? Çак тата ытти ыйтăва шкул ачисем те аван пĕлеççĕ. Хăйсен ăсталăхне вĕсем çамрăк инспекторсен «Хăрушсăрлăх кустăрми» конкурс-слётра кăтартса пачĕç. Кăçал республикăра вăл 31-мĕш хут иртрĕ. Ăмăртăвăн хĕрӳ саманчĕсене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнарĕ. Çулçӳрев йĕркисене аслисем çеç мар, пĕчĕккисем те пĕлме тивĕç. Шкула кайнă чухне те, урамра вылянă вăхăтра та ачасен тимлĕхе çухатма юрамасть. Çак тата ытти асăрхатт
<p>Велосипедпа ярăнма, çуран çӳреме хăш çул лайăхрах? Инкек тухсан пĕрремĕш пулăшу еплерех кӳмелле? Çак тата ытти ыйтăва шкул ачисем те аван пĕлеççĕ. Хăйсен ăсталăхне вĕсем çамрăк инспекторсен «Хăрушсăрлăх кустăрми» конкурс-слётра кăтартса пачĕç. Кăçал республикăра вăл 31-мĕш хут иртрĕ. Ăмăртăвăн хĕрӳ саманчĕсене пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнарĕ. Çулçӳрев йĕркисене аслисем çеç мар, пĕчĕккисем те пĕлме тивĕç. Шкула кайнă чухне те, урамра вылянă вăхăтра та ачасен тимлĕхе çухатма юрамасть. Çак тата ытти асăрхаттарăва Кивĕ Вăрмар шкулĕнчи çамрăк инспекторсен ушкăнĕн командирĕ Семён Никитин та аван пĕлет. СЕМЁН НИКИТИН: «Командир пулма çăмăл мар. Эпир нумай хатерленнĕ. Урок хыççăн та вăйлă хатĕрленнĕ». Слета Чăваш Енри тĕрлĕ ял-хулари 25 ушкăн килсе çитнĕ. Вĕсем пурте район шайĕнчи çĕнтерӳçисем. СЕРГЕЙ АНТОНОВ: «Малтан пирĕн шкулта район тапхăрĕ иртрĕ. Унта 12 шкул пычĕ. Пирĕн шкул пилот площадки шутланать. Эпир çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ направленипе пĕтĕм конкурссене ирттеретпĕр, çавăнпа эпир темиçе çул кунта çӳретпĕр». Ăмăрту 2 куна пычĕ. Ачасем 6 станципе тупăшрĕç: çулçӳрев йĕркисене мĕнле пĕлнине, пĕрремĕш пулăшу пама пултарнине, велосипедпа тĕрлĕ хăнăхтăру тунине, пултарулăх енчен ăста пулнине, автохулара çӳреме пултарнине кăтартрĕç. ВЛАДИМИР РОМАНОВ: «Çак ачасене инкексенчен çăлса хăварма хатĕрлетпĕр. Çак мероприятисене ирттернĕ чухне велосипедпа асăрханса çӳреме, çулçÿрев йĕркисене пама тата пĕрремĕш пулăшу пама çак мероприятисене эпир ирттеретпĕр». Ăсталăха пур енлĕн кăтартса ăмăртура Вăрнар районĕнчи Аçăмçырма шкулĕн çамрăк инспекторĕсем çĕнтерчĕç. Вĕсем çулсеренех Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче иртекен «Хăрушсăрлăх кустăрми» слетĕнче хÿтелеççĕ. Кăçал та çак тивĕçе вĕсенех шанса пачĕç. Юлия Адюкова, Екатерина Ракчеева, Юрий Марков<strong> </strong></p>