Раççей Президенчĕ Владимир Путин Хушăвĕпе килĕшӳллĕн пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр туяннă çынсене хваттерпе тивĕçтермелле. Ку енпе час-часах тĕрлĕ кăлтăк сиксе тухать. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшассипе Чăваш Республикин Правительстви, прокуратура тĕллевлĕ ĕçлет. Çынсене улталанă строительство организацийĕсен тĕлĕшпе 6 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем нумай хваттерлĕ 10 çурта вăхăтлă пурнăçа кĕртеймен. Следстви пĕтĕмĕшле тăкак 156 миллион тенкĕ тесе палăртнă. Шупашкарти Граждан урамĕнчи 6-мĕш çурта «Крат
<p>Раççей Президенчĕ Владимир Путин Хушăвĕпе килĕшӳллĕн пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр туяннă çынсене хваттерпе тивĕçтермелле. Ку енпе час-часах тĕрлĕ кăлтăк сиксе тухать. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшассипе Чăваш Республикин Правительстви, прокуратура тĕллевлĕ ĕçлет. Çынсене улталанă строительство организацийĕсен тĕлĕшпе 6 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем нумай хваттерлĕ 10 çурта вăхăтлă пурнăçа кĕртеймен. Следстви пĕтĕмĕшле тăкак 156 миллион тенкĕ тесе палăртнă. Шупашкарти Граждан урамĕнчи 6-мĕш çурта «Кратонстрой» компани кăçалхи пуш уйăхĕнче туса пĕтермелле. Калинин урамĕнчи 83-мĕш позицие çулталăк вĕçлениччен «Победа» компани пурнăçа кĕртмелле. «Соляной» микрорайонти «Алза» строительство компанийĕнче туса пĕтермен икĕ позицие тата «Старкон» объекчĕсене 2023-мĕш çулхи виççĕмĕш кварталта ĕçе кĕртме тĕллев лартнă. «Территорисен аталанăвĕн фончĕ» пая кĕрсе хваттерсем туяннă 480 çын правине хӳтĕленĕ. Пĕтĕмĕшле çак ĕçсене пурнăçлама 1 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Çак фонд тытăмне «Альянс Недвижимость» строительство пĕрлешĕвĕн тепĕр икĕ объектне кĕртесси пирки калаçрĕç канашлура. «Кăлтăклă объектсенче палăртнă ĕç калăпăшĕн пысăк пайне тунă пулсан ăна ĕçе кĕртмелле. Ку ман шутпа, тĕрĕсрех пулать пайçăсен тĕлĕшпе çапла тусан», – терĕ республика Пуçлăхĕ. Вĕсене шар курнăшăн укçа парса компенсаци тӳлеме те пултараççĕ. Строительство тытăмĕ улшăнни куç кĕрет</p>