Хысна укçине тухăçлă усă курмалла

Хыснари укçа шута юратать. Ăна тăкакланă чухне саккуна пăхăнмалла. Паллах, тухăçлă усă курассине те мала кăлармалла. Çакăн пирки те калаçрĕç республикăри коррупципе кĕрешекен комисси ларăвĕнче. Хысна укçине мĕнле усă курнине тĕрĕслесех тăраççĕ. Çул-йĕр тунă чухне кĕмĕле мĕнле тăкакланине хальхинче Улатăр, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче тата Çĕрпӳ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче тĕрĕсленĕ. Патшалăхăн 29 контрактне мĕнле пурнăçланине тишкернĕ. Смета хакне ырламасăр ĕçе пуçăнни, пуçламăш хака пысăклатса лартни тата ытти те – çитменлĕхсем нумай. Тĕрĕслев хыççăн патшалăх хыснине каялла 5 миллион ытла тенкĕ тавăрмалла тунă, хальлĕхе кирлин 35 процентне çеç пурнăçланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕске вăхăтра юсав мĕнле иртнине тĕпчекен тытăм йĕркелемеллине, ку ĕçе лабораторине те явăçтармаллине каларĕ. Строительство енĕпе тумалли ĕçсем нумай, ятарлă тытăм вара усă куракан материалсен пахалăхне тĕрĕслеме те, ĕçе вăхăтлă пурнăçланине шута илме те, хаклавсене кĕске тапхăрта ирттерме те май памалла. Çавăн пекех Олег Алексеевич йĕркене пăсса ĕçлекен подрядчиксене ятарлă реестра кĕртмеллине каларĕ

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Канаше

Ria.city
Музыкальные новости
Новости Чувашии
Экология в Чувашии
Спорт в Чувашии
Moscow.media










Топ новостей на этот час в Канаше и Чувашии

Rss.plus