Сĕт хакĕ чакнă?
Ял çынни хушма тупăш тăвас тĕллевпе вылăх-чĕрлĕх тытать, ӳсен-тăран çитĕнтерет – пĕр сăмахпа каласан, ырми-канми ĕçлет. Канаш районĕнче Карăклă ял тăрăхĕнче пурăнакансем пирĕн редакцие шăнкăравласа пулăшу ыйтрĕç. Сĕт хакĕ пĕр литршăн 22 тенкĕ таран анса ларнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта вĕсене 34 тенкĕ тӳленĕ пулнă. Эпир те çак ыйтăва уçăмлатма çула тухрăмăр. Карăклă, Юмансар, Çăлпуç ялĕсем кĕреççĕ Карăклă ял тăрăхне. Пурĕ 132 ĕне шутланать. Сăвăнакан мăйракаллă шултра выльăх – пĕр хуçалăхра 3 ытла тытаканнисем