«Çула утакан парăнтарать»
Шупашкарта хăвăрт утакансен чемпионачĕ пуçланчĕ. Мордва, Челябинск, Мускав, Новосибирск таврашĕнчен 150-а яхăн спортсмен килсе çитнĕ. Сивĕ çанталăк пулнăран 7.30 сехетре пулмалли пĕрремĕш старта куçарчĕç. 50 çухрăма утакан 19 çын старта 9.00 сехетре кăна тухрĕ. Всен йышĕнче 5 чăваш — Клавдия Афанасьева, Лилия Степанова, Надежда Мокеева тата Георигиев Романпа Михаил Тимофеев. Вĕсенчен кам пĕрремĕш килнине пирĕн сюжетран пĕлме пултаратăр.