Ял хуçалăх кооперативĕ аталанать
Канаш районĕнчи ял хуçалăхри чĕр тавара тирпейлекен «Мелилотус» кооперативра çĕнĕ цех уçăлнă. Республикăри ял хуçалăх министерствин гранчĕпе усă курса хута янă. 2019-мĕш çултах патшалăх вĕсене 40 миллион тенкĕ уйăрнă, унсăр пуçне вĕсем хăйсен укçине те хывнă. Санкцисен вăхăтĕнче ялсене малалла аталантарас шухăшлă уçламçăсен пурнăçĕпе, малашнехи тĕллевĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Тăван тăрăхра ӳстернĕ чей курăкĕ, техĕмлĕ пыл – йăлтах тирпейлесе кăлараççĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче. Индир
<p>Канаш районĕнчи ял хуçалăхри чĕр тавара тирпейлекен «Мелилотус» кооперативра çĕнĕ цех уçăлнă. Республикăри ял хуçалăх министерствин гранчĕпе усă курса хута янă. 2019-мĕш çултах патшалăх вĕсене 40 миллион тенкĕ уйăрнă, унсăр пуçне вĕсем хăйсен укçине те хывнă. Санкцисен вăхăтĕнче ялсене малалла аталантарас шухăшлă уçламçăсен пурнăçĕпе, малашнехи тĕллевĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ паллашрĕ. Тăван тăрăхра ӳстернĕ чей курăкĕ, техĕмлĕ пыл – йăлтах тирпейлесе кăлараççĕ Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ялĕнче. Индире тата ытти çĕршывра кăларнă чейсене ку таврара ĕçме пăрахнă. «Мелилотус» кăларакан чей тутлăрах, сиплĕрех. Ăна кам ăçтан пухса килни, мĕнле тата хăçан туса кăларни йăлтах паллă. Кĕçех республикăри чылай лавккара туянма пулать хĕрлĕхен курăкĕнчен хатĕрленĕ асамлă чее. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Предприяти чей тума пуçларĕ. Хĕрлĕхен курăкĕ ялан пулнă Чăваш Республикинче. Эпир ăна тĕрĕс пуçтарса илсе ферментировать туса типĕтсе, фасовать туса сутма пĕлмен. Халь ĕнтĕ предприяти çак ĕçпе ĕçлесе пырать. Çĕнĕ оборудовани лартнă. Ăна пирĕн çĕршывра туса илнĕ». Предприяти ертӳçи Николай Николаев малашне ытти регионпа суту-илӳ тума палăртать. НИКОЛАЙ НИКОЛАЕВ: «Ку питĕ усăллă курăк. Çул хĕрринче, уçланкăсенче, вăрман хĕррисенче ÿсет. Эпир ăна кашниех куратпăр, çапах та нумайăшĕ асăрхамасăр иртсе каяççĕ, пуçтармаççĕ. Унта нумай усăллă элементсем. Витаминсем нумай. Ытти çĕршывран илсе килнĕ чейсемпе танлаштарсан кофеин çук. Çак хĕрлĕхен курăкĕнчен тунă чее эпир чи малтан Чăваш Республикинче сутма палăртнă. Çавăн пирки ĕçлетпĕр хамăр тăрăхри лавккасемпе. Малашне пирĕн ĕмĕтсем пысăк, эпир тухасшăн çумри регионсене. Тутар Республикине, Ульяновск облаçне». Çĕнĕ цеха çу уйăхĕнче хута янă. Людмила Прокопьева кунта кӳршĕ ялтан килсе çгрет. Тăван тăрăхра çĕнĕ йышши, пысăк хăватпа аталанакан производство уçăлнăшăн чунтан савăнать. ЛЮДМИЛА ПРОКОПЬЕВА: «Юнашар ялтан – Воронцовка ялĕнчен çӳретĕп. Мана кунта ĕçре питĕ килĕшет. Эпĕ ĕçе кăмăлпах çӳретĕп. Кунти вырăнти курăксене хамăр пуçтарма тăрăшатпăр. Хамăр тухса çӳретпĕр вăрмансене. Тирпейлетпĕр, типĕтетпĕр хамăрах. Вĕсенчен чай тăватпăр. Çав вăхăтрах квас та тăватпăр. 3 тĕрлĕ. Тĕрлĕ пылак шывсем кăларатпăр. Кĕркуннерех вара пылсем çине куçатпăр». Николай Николаев пек мал ĕмĕтлĕ, тĕллевлĕ ĕçлеме пĕлекен усламçăсем нумаях мар. Вăл чунтан ял пурнăçне аталантарассишĕн тăрăшнине палăртаççĕ. Предприятире пылтан тĕрлĕ ĕçмелли, çимелли хутăш туса кăлараççĕ. Квас, пылак шĕвек, артезиан шывĕ кăларас производствăна хута янă. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Акăнман çĕрсем çук. Хуртсем те ĕрчетеççĕ вĕсем, пыл та туса илеççĕ. 500-600 вĕллене яхăн вĕсем. Вĕсем пĕрлешсе çак кооператива йĕркелесе яма пултарчĕç. Ун хыççăн патшалăх грант 40 миллион тенкĕ парса пулăшрĕ. Ку производство 3-4 хут хаклăрах. Пĕтĕм ытти регионсене сутма пултаратпăр». Кăçал патшалăх гранчĕпе усă курса Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче какай тирпейлекен ял хуçалăх кооперативĕсем хута каймалла. Регина Кубайкина, Милена Алексеева, Георгий Кривошеин</p>