«Пиртен пĕри». Шăпах çак ятпа кун çути курнă кĕске кинофильма Шупашкарта наци вулавăшĕнче паян пахаларĕç. Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн кинематографи служби хатĕрленĕ ĕçре Иван Яковлев чăваш алфавитне мĕнле хатĕрлени пирки кăтартса панă. Кино ÿкернĕ чухне чăрмавсем пулнă-и? Ыйтăва уçăмлатма Алина Сусметова фильма ÿкерме хутшăннисемпе калаçрĕ.
15 минута тăсăлакан фильма куракансем шыв сыпнăн итлесе ларчĕç. Вĕрентӳллĕ, кĕске те тарăн шухăшлă – çапла хак пачĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков. Çак ĕçе хатĕрлесе çитериччен вара нумай тар кăларма тивнĕ. Сценари çырмалла, костюмсене хатĕрлемелле тата ытти те.
НАТАЛИЯ ИЛЛАРИОНОВА: «Çак костюмсем пулнă пирки, чăнах та, йывăрлăхсем теме те юрать, шутласа, интернетра пăхса, сăн ÿкерчĕксене пăхса, пĕтĕмпех тĕрĕс пултăр тесе пăхрăмăр. Ĕлĕкхи шаблонсемпе касса çĕлесе хăвăрт икĕ кун хушшинче çĕлесе патăмăр çак костюмсене».
Артистсем кам кама выляссине малтанах пĕлнĕ. Григорий Петровăн малтан Василий Белинин сăнарне калăпламалла пулнă. «Иван Яковлева вылятăн», – çапла каланине илтсен пĕр хушă чĕмсĕр пулса ларнине те калать çамрăк.
ГРИГОРИЙ ПЕТРОВ: «Мана валли ку тĕлĕнмелле пулчĕ, паллах, мĕншĕн тесен ман хамăн та опыт нумаях мар, анчах та çакăн пек йывăр та пысăк роль пачĕç мана. Малтан хăрарăм, паллах. Кайран вуланă май историлле çырусене майĕпен-майĕпен Иван Яковлева ăнланма пуçларăм. Хамăн чунра çуратма тăрăшрăм ăна».
Сăмах май, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче ака уйăхенче «Пиртен пĕри» кинона пахаланă чухне Иван Яковлевăн мăн-мăн мăнукĕ Любовь Ордынская Григорий Петров сăнара уçса панине палăртрĕ, актер ĕнентерӳллĕ вылянине каларĕ. Çамрăк Иван Яковлев, кăштахранах çитĕннĕ Иван Яковлевич. Григорийĕн икĕ тĕрлĕ Яковлева вылямалла. Кунта артистсене çамрăклатма, ватăлтарма пулăшакансен ĕçĕ пысăк вырăн йышăнать.
НАТАША СПИРИДОНОВА: «Пирĕн ĕнтĕ малтан Иван Яковлев çамрăк каччă пулмалла. Унта йывăр мар, вал хăйех, кайран пĕр кун хушшинче мăйăх ӳссе лармалла пулчĕ. Мăйăхăн кинора курăнмалла мар. Курăнмалла мар тесе тăрăшрăмăр, хăйĕн мăйăхĕ пекех туйăнать. Тата пирĕн унта Кузьма ача. Йĕмелле, ниепле те йĕмест. Пĕчĕк вĕт-ха вăл. Выляса курман, артист мар. Мĕн кăна туса пăхмарăмăр. Пĕчĕк вăрттăнлăх тупрăмар. Йĕрет вăл, макăрса та кăтартрĕ».
Сăмах май, чăваш наци телевиденийĕн ĕçченĕ те çак фильмра – артист. Сергей Емельянов оператор Иван Яковлевăн гимназири тусне вылярĕ. Информаци тĕлĕшĕнчен пуян, интереслĕ – нумайăшĕ кинона курнă хыççăн çапла хак пачĕ. Яковлев ĕçĕсене тĕпчекен Ираида Мукина та – вĕсен йышĕнче.
ИРАИДА МУКИНА: «Паянхи фильм мана питĕ килĕшрĕ. Артистсем лайăх выляççĕ тата истори тĕлĕшĕнчен тĕрĕс фактсене çутатса кăтартнă çак фильмра. Çамрăк чухнехи Яковлев сăнарĕ питĕ лайăх калăпланса тухнă. Çырулăхпа ĕçлес енĕпе Яковлевпа Белинин мĕнле ĕçленине ĕненмелле кăтартса панă. Алфавитăн виçĕ вариантне те тата уçăмлăрах та кăтартса панă пулсан – иккĕмĕшне, виççĕмĕшне мана тата та килĕшнĕ пулĕччĕ тесе шутлатăп. Пĕтĕмĕшле илсен истори факчĕсем питĕ ăнăçлă пулса тухнă».
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков киноĕçе Чăваш Енре анлă сармаллине каларĕ.
«Пиртен пĕри» фильма çывăх вăхăтра ялсемпе хуласенчи кинотеатрсенче, культура çурчĕсенче кăтартма пуçлĕç.