Чăваш Ен куçĕ япăх куракансен ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раççей перевенствине хутшăнакансене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Ăмăртусем «Олимп» стадионĕнче 3 кун пыраççĕ. Раҫҫейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен - 15 регионĕнчен килнĕ спортсменсем пъедесталăн картлашки çине хăпарассишĕн тупăшаççĕ.
МАРИЯ ШАГАРОВА: "Ку стадионта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫын хӑй вӑйне тӗрӗсленӗ. Ватти те, вӗтти те спортӑн тӗрлӗ енӗпе çитĕнӳсем тума пултарнă. Анчах та ҫак спорт уйӗ паянхи кун хӑй ытамне хăйне евĕрлĕ спортсменсене пуçтарчĕ. Кунта паян куç çивĕчлĕхĕ япăх спортсменсем çăмăл атлетика енĕпе тупăшаççĕ".
Куллен ăмăрту икĕ ӳсĕмпе иртет: 14-17 çулхи хĕрсемпе каччăсем, 18-19 çулсенчисем. Çамрăксем тĕрлĕ енре ăмăртаççĕ: 100 метртан пуçласа çухрăм çурă таран чупаççĕ, çӳллĕшне тата вăрăмăшне сикессипе тупăшаççĕ, сăнăпа диск ывăтаççĕ, йĕтре тĕртеççĕ.
НИКОЛАЙ ЕФИМОВ: «Эпĕ кунта тÿре пулса ĕçлетĕп. Хăйсене йывăр пулсан та вĕсем пурте чупса хăйсен дистанцине вĕçлеççĕ».
Финиша пĕрремĕш килекене судья мар, сăн ӳкерекен хатĕр палăртать. Ăмăртусем çирĕплетнĕ йĕркепе иртеççĕ.
ОКСАНА ГРИГОРЬЕВА: «Паллах, ку ăмăрту вĕсене хавхалантарать. Вĕсем питĕ пысăк маттур тесе шутлатăп. Вĕсен куçĕсем хăш-пĕрисен пĕртте курмаççĕ, япăхрах кураканнисем пур. Эпĕ вĕсем çине пăхса савăнатăп. Эпĕ вĕсем чупнă чухне çил виçетĕп. Пулăшать и вĕсене çил чупма, кансĕрлет и. Çак аппарат çил вĕрнине кăтартать».
Ăмăртусем кулленех 10 сехетре пуçланаççĕ, хавхалантаракансене тӳлевсĕр кĕртеççĕ.