Пысăк парне
Ырă кăмăллă çынсем ытларах пулсан пурнăç та çутăрах, илемлĕрех. Çĕрпӳ хулинче пурăнакан 22 çулти Максим Ильин йывăр чире пула хăй тĕллĕн утса çӳреймест. Республика Пуçлăхĕ ирттернĕ тӳрĕ лини вăхăтĕнче церебраль шалкăмĕпе аптракан каччă çĕнĕ йышши кӳме ыйтнă. Медицина кăтартăвĕсем тăрăх, сусăр ачана кӳме туянса пама йышăннă. Çĕнĕ кӳме мĕнпе паха-ши? Максим патĕнче хăнара пирĕн репортёр Елизавета Цветкова пулчĕ. Кăмăлне çеç çĕклемен, пурнăçне çăмăллатнă, çутă ĕмĕтне пурнăçланă. Халĕ Максим пĕр пӳлĕмрен теприне ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăрах куçса çӳреме пултарать. МАКСИМ ИЛЬИН: «Эпĕ урăх хуласенчи ачасем мĕнле çӳренине курнă. Вăл лайăх – электрический коляска. Эпĕ республика Пуçлăхĕ çавăн пек хăвăрт коляска парнелет тесе шутламан та». Максим Ильин вăхăтсăр çуралнă, çут тĕнчене 30 эрнере килнĕ. Пĕр килограмм та 800 грамм таякан ачан пурнăçне тухтăрсем çăлса хăварнă. «Кĕпепе çуралнă», – теççĕ ăна. Йывăр чире пула Максим мĕн пĕчĕкрен кӳмепе çӳрет. Алли ури итлеменрен кивĕ кӳмепе куçса çӳреме меллех пулман. ИРИНА ИЛЬИНА: «Малтанхипе танлаштарсан, хальхи коляска çăмăлрах, меллĕрех Максима. Малтанхи коляскăпа йывăртарах пулнă тейĕпĕр. Кунпа Максим хăйех урамра та çÿреет. Пĕччен ярăнса çӳреме те хăрамасть». Ача-пăча церебраль шалкăмĕ ăна пурнăçпа туллин киленме, хăйне телейлĕ туйма чăрмантармасть. Максим киберспортпа кăсăкланать, кĕнеке вулама, çӳл çӳреме юратать. Ситес вăхатра вăл Крым çур утравĕнчи хулана çитсе курасшăн. МАКСИМ ИЛЬИН: «Севастополе каяс килет. Мĕнле вăрçă пулнă. Икĕ асатте те вăрçăра пулнă. Вĕсем питĕ йывăр вăхăта лекнĕ». Сусăр пулсан та хевтесĕр мар. Чун хавалĕпе ыттисенчен самай çирĕпрех Максим спортпа та туслă. Уйрăмах вăл уçă сылăшра уçăлса çӳреме кăмăллать, анчах та çывăх вăхăтра урама тухасси ĕмĕтре кăна-ха. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Кӳме пур, анчах та урама уçăлма тухма май çук, мĕншĕн тесен хальĕхе подъездра пандуссем вырнаçтарман-ха. Çитес вăхăтра вара ăна лартса парасса шанас килет».