Сыватмăшра мĕншĕн черет? Ялта хăçан сиплев çурчĕ пулать? Сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтăва малашне тӳрремĕнех Чăваш Ен Правительствин вице-премьерне пама пулать. Сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов ака уйăхĕнче çĕнĕлле йĕркепе ыйтусем йышăнать.
Чăваш Енре пурăнакансемпе уçă калаçу пулмалла. Çакă çитменлĕхе вăхăтра асăрхаса пĕтерме, пурнăç шайне лайăхлатма май парать. Ыйту памалли лапамсем нумайланаççĕ. Ака уйăхĕнче тепĕр меслетпе те ĕçлеме, ятарлă форма урлă чăрмавсем пирки пĕлтерме пулать. Куар-код çине пуссан кирлĕ йĕркесене çырса тултармалла, йывăрлăх пирки тĕплĕн пĕлтермелле. Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ хăех хурав парать. Ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене ытларах та тимлĕх уйăрĕç. Ыйтусене ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ.