Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Чăваш Республикин кунне кăçал питĕ анлă уявлама тĕллев лартнă. Тĕп мероприятисем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртĕç. Çавăн пекех муниципалитетсем те çак куна тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Мĕн пур вăрттăнлăхсене йĕркелӳ комитетĕнче сӳтсе яврĕç. Куравсем, форумсем, фестивальсем. Республика кунне халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ шайри 55 мероприяти ирттерме палăртнă. Пĕлтерĕшлисенчен пĕри – Раççейри çамрăксене хăй çуначĕ айне пухакан «Культурăсен диалогĕ», лагерь. 150 ытла
<p>Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Чăваш Республикин кунне кăçал питĕ анлă уявлама тĕллев лартнă. Тĕп мероприятисем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче иртĕç. Çавăн пекех муниципалитетсем те çак куна тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Мĕн пур вăрттăнлăхсене йĕркелӳ комитетĕнче сӳтсе яврĕç.</p>
<p>Куравсем, форумсем, фестивальсем. Республика кунне халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ шайри 55 мероприяти ирттерме палăртнă. Пĕлтерĕшлисенчен пĕри – Раççейри çамрăксене хăй çуначĕ айне пухакан «Культурăсен диалогĕ», лагерь. 150 ытла çамрăк професси ăсталăхĕнче ăмăртĕç. «Регионсен чикĕсĕр хутшăнăвĕ» регионсен йышенчи курав, архитекторсемпе урбанистсен форумĕ, «Çамрăксен хули», ал ăстисен «Руç ăстисем» конкурс, «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль. Çĕнĕ Шупашкарта тăлăхсене хваттер тума пуçлаççĕ, строительство капсулине хурса хăвараççĕ. Олимп резервĕн 3-мĕш спорт шкулĕ тĕп юсав ĕçĕсем хыççăн уçăлмалла. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм аталанакан экономикăпа промышленноç зонипе паллаштарма палăртнă. Рысак лашасен чупăвĕнче ăмăртакансем Çĕнĕ Шупашкар Кубокне илсе пултарĕç. Çавăн пекех Чăваш паттăрĕсем вăй виçĕç. Кăçал пĕрремĕш хут иртекен çырла, чечек фестивалĕсем, иккĕмĕш хут иртекен Тăвай районĕнчи агроволонтерсен слечĕ тата ытти уяв Республика кунне илем кӳрĕç.</p>