Пите хуплакан ăшă калпак тата хулăн кофта. Муркаш районĕнчи Таисия Блиновăпа Анна Степанова тулли мар мобилизаципе чĕннĕ арçынсене ăшă тум-тирпе тивĕçтереççĕ. Пĕчĕк предприятире халĕ 15 çын ĕçлет. Анна Степанова ачаранпах кĕпе-йĕм çĕлеме кăмăллать. Пуканесене те вăл хăех çĕлесе тăхăнтартнă. Шкултан вĕренсе тухсан та вăл çак енпех аслă пĕлӳ илнĕ. Анна Степанова хăйĕн виçĕ хĕрне кашнинчех илемлĕ кĕпесемпе савăнтарать. Тулли мар мобилизаци пуçлансан Аня юлташĕпе салтаксене пулăшма тĕллев лартнă. Таисийăпа икк

Пите хуплакан ăшă калпак тата хулăн кофта. Муркаш районĕнчи Таисия Блиновăпа Анна Степанова тулли мар мобилизаципе чĕннĕ арçынсене ăшă тум-тирпе тивĕçтереççĕ. Пĕчĕк предприятире халĕ 15 çын ĕçлет.

Анна Степанова ачаранпах кĕпе-йĕм çĕлеме кăмăллать. Пуканесене те вăл хăех çĕлесе тăхăнтартнă. Шкултан вĕренсе тухсан та вăл çак енпех аслă пĕлӳ илнĕ. Анна Степанова хăйĕн виçĕ хĕрне кашнинчех илемлĕ кĕпесемпе савăнтарать. Тулли мар мобилизаци пуçлансан Аня юлташĕпе салтаксене пулăшма тĕллев лартнă. Таисийăпа иккĕшĕ тум-тир çĕлеççĕ.

АННА СТЕПАНОВА: «Интернетра ятарласа çар çыннисене валли хатĕрленĕ выкройкăсене тупса вĕсемпе çĕлеме пуçларăмăр».

Пите хуплакан ăшă калпак тата хулăн кофта. Пикесем малтан Муркаш районĕнчен кайнă 28 салтак валли балаклавăсем тата толстовкăсем çĕлеме пуçланă. Халĕ вара кӳршĕ район каччисене те ăшă тум-тирпе тивĕçтереççĕ.

ТАИСИЯ БЛИНОВА: «Ĕçĕ пырать кунĕпех. Пирĕн кунта профессионаллă виçĕ çĕвĕç пур. Вĕсем хăйсен ĕçĕсене пĕтерсе кунта каçхине пулăшма килеççĕ».

Ырă пуçарăва Таисийăпа Аннăн тус-юлташĕсем те хутшăнаççĕ. Ĕç хыççăн пурте кунта килеççĕ. Пĕри касать, тепри çĕлет – пĕчĕк предприятинче кашни валлиех ĕç пур. Чылай çухне çĕрлечченех ĕçлеççĕ пикесем.

СВЕТЛАНА АЛЕКСЕЕВА: «Эпир кунта çĕвĕçсем валли пĕчĕк кройсем касса пулăшса парас терĕмĕр».

АЛИНА ЛЮБИМОВА: «Çак термонаклейкăсене эпир утюг хĕртсе ăшă кофтăсем çине çыпăçтаратпăр. Хамăр ял тата Любим и ждем тесе. Çавăн пек кофтăсем пулаççĕ. Хатĕр кофта кĕсйисем ăшне чиркӳре святить тунă Святой Георгий победоносец иконине пĕрле парса яратпăр».

Чун ăшшипе пĕрлех Турă хӳтти çитессе те шанаççĕ ырă ĕç тăвакансем