Асаттепе асанне патне хăнана çӳреме ачасем çеç мар, аслисем те юратаççĕ. Çакна Етĕрне тăрăхĕнчи Тури Ачак ялĕнче иртнĕ çамрăк çемьесен фестивалĕ çирĕплетрĕ. Вăл кил-йыш вучахне упракан, йăла-йĕркесене аталантарма тăрăшакан мăшăрсене пĕр вырăна пухрĕ. Юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ хăнасене Тури Ачак шкулĕнче. Ламран-лама куçса пыракан ырă йăла манăçман-ха, эппин ăна та, халăх эткерлĕхĕнче упранакан ытти пуянлăха та малалла аталантарма тăрăшмалла. Ку енĕпе çемьесене хастар ĕçлеме хăнăхтарма «Асаннеп
<p>Асаттепе асанне патне хăнана çӳреме ачасем çеç мар, аслисем те юратаççĕ. Çакна Етĕрне тăрăхĕнчи Тури Ачак ялĕнче иртнĕ çамрăк çемьесен фестивалĕ çирĕплетрĕ. Вăл кил-йыш вучахне упракан, йăла-йĕркесене аталантарма тăрăшакан мăшăрсене пĕр вырăна пухрĕ.</p>
<p>Юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ хăнасене Тури Ачак шкулĕнче. Ламран-лама куçса пыракан ырă йăла манăçман-ха, эппин ăна та, халăх эткерлĕхĕнче упранакан ытти пуянлăха та малалла аталантарма тăрăшмалла. Ку енĕпе çемьесене хастар ĕçлеме хăнăхтарма «Асаннепе Асатте патĕнче хăнара» проект май парать. Ăна Президент фончĕн гранчĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Çамрăк мăшăрсем Тури Ачак тăрăхне çитсе çемьепе, ачасемпе вăхăт ирттермелли, кану йĕркелемелли çĕнĕ меслетсене ăша хыврĕç. Калăпăр, кĕрхи çумăрлă сивĕ çанталăкра пĕрле пухăнса алă ĕçĕ тума пулать. Фестивале хутшăнакансене ăсталăх лаççинче усал-тĕселтен хӳтĕлекен пукане тума вĕренчĕç.</p>
<p>«Хресчен çурчĕнче», çавăн пекех Аркадий Айдака халалланă музейре вара çамрăк мăшăрсем хайсене чăннипех те асатте-асанне патĕнче хăнара пулнă евĕр туйрĕç. Вĕсем чăваш апатне – хуран куклине пĕçерме те вĕренчĕç. Пĕтĕмпех кил-йышран пуçланать, эппин çитĕнекен ăру культура пунялăхне, халăх йăли-йĕркине упрама хăнахасси те ачан ашшĕ-амăшĕнчен килет. Фестиваль çамрăксене çĕнĕ хавхалану парнелерĕ. Унта пухнă çĕнĕ пĕлӳ кашни çемьерех ырă йĕр хăварасса шанаççĕ «Асаннепе Асатте патĕнче хăнара» проекта йĕркелекенсем.<strong> </strong></p>