Хальлĕхе маска хывма иртерех-ха. Чăваш Енре хӳтĕлев хатĕрĕсемпе малалла та усă курмалла пулĕ. Ытти чару йĕрки те вăйрах. Çак тата ытти ыйтăва тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртекен ларура сӳтсе яврĕç. Талăкне республикăра 60-70 çын кăшăллă вируспа аптранине тупса палăртаççĕ. Хисепĕ чакнă пулин те савăнма иртерех. COVID-19 амак чакнă тапхăрта малтан 30-40 çын чирленĕ. Çакна шута илсе чару йĕркисене хальлĕхе пăрахăçламĕç. Ларури тепĕр çивĕч ыйту – кинозалсем хута ярасси. 2016 çултанпа 18 муниципалитетра
<p>Хальлĕхе маска хывма иртерех-ха. Чăваш Енре хӳтĕлев хатĕрĕсемпе малалла та усă курмалла пулĕ. Ытти чару йĕрки те вăйрах. Çак тата ытти ыйтăва тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртекен ларура сӳтсе яврĕç. Талăкне республикăра 60-70 çын кăшăллă вируспа аптранине тупса палăртаççĕ. Хисепĕ чакнă пулин те савăнма иртерех. COVID-19 амак чакнă тапхăрта малтан 30-40 çын чирленĕ. Çакна шута илсе чару йĕркисене хальлĕхе пăрахăçламĕç. Ларури тепĕр çивĕч ыйту – кинозалсем хута ярасси. 2016 çултанпа 18 муниципалитетра 20 кинозал уçнă. Анчах та çичĕ районта çак ĕçе пурнăçламан. Улатăр, Канаш, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк, Муркаш, Красноармейски тăрăхĕсенче кинозалсем хальлĕхе çук. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Раççей шайĕнчи культура министерстви пулăшнипе, фонд кино пулăшнипе пирĕн кăçал 22 çулта 5 миллион мар 9 миллион кашни кинозала уйăрса параççĕ. Район пуçлăхĕсем, культура пайĕн ертӳçисем тăрăшса ĕçлесен çак çиче районта кинозалсем уçма май пур. 2022-мĕш çултан пуçласа пирĕн çак кашни 20 кинозал «Пушкин карттипе» ĕçлеме пултарать, анчах та çав 20 кинозалран паянхи куна ултă районти кинозалсем ĕçлемеççĕ «Пушкин картипе». «Пушкин карттипе» ĕçлеменнин сăлтавĕ те тĕрлĕ. Тăвай тата Куславкка районĕсенче кино кăтартмалли хатĕр пур, анчах вăл ваннă. Хĕрлĕ Чутайри культура çурчĕ хальлĕхе тĕплĕ юсавра. Йĕпреç, Комсомольски, Шупашкар районĕсенчи кинозалсем пĕр сăлтавсăрах Пушкин карттипе ĕçлемеççĕ иккен. Алексей Зотиков, Татьяна Молокова, Юрий Марков</p>