Çуркуннеччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çĕр ĕçченĕн хĕрӳ вăхăт çитсе пырать – ака-суха. Чăваш Енри хуçалăхсем унта тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Тырă тасатаççĕ, им-çам туянаççĕ, техника юсаççĕ. Ака-сухана хăвăрт вĕçлеме хăватлă тимĕр ут пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Куславкка районĕнчи «Тăван çĕршыв» ял хуçалăх кооперативĕнче ку ыйтăва тимлесех тăраççĕ. Кашни çулах техника туянаççĕ. Тăкакланă укçан 40 процентне патшалăх тавăрса парать. ЛЮДМИЛА ЕМЕЛЬЯНОВА: «Эпир çак субсидие пула 2021 çулта пĕр миллион 700 000 субсиди илнĕ. Кăçал кировец тракторшĕн икĕ миллион 80 000 параççĕ тесе шутлатпăр. Çак субсиди панă май эпир «Родина» хуçалăхра машинно-тракторный банка çĕнетрĕмĕр». Çĕнĕ техника ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама май парать, çĕмĕрĕлмест, ĕçлекеншĕн те меллĕ. Ку хĕрӳ тапхăрта уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул, Куславкка районĕнчи хуçалăхсем 216 миллион тенкĕлĕх техника туяннă. Тимĕр утпа пĕрлех куславккасем вăрлăх хатĕрлеççĕ. Мĕн акатăн, çав шăтать теççĕ халăхра. Чăнах та, çĕре мĕн хывнинчен чылай килет – шăтаслăх та, тухăçлăх та. Çак сăмахсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ те республикăри хуçалăхсем. Ака умĕн яланах тырра тĕрĕслеме параççĕ. АЛЕКСАНДРА ЕФИМОВА: «Халь эпĕ 50 грамм тырра илтĕм те унăн тасалăхне тĕрĕслетĕп. Çӳп-çап, катăк тырăна эпĕ уйăратăп. Кайран эпир çак таса тырра виçетпĕр те унăн пахалăхĕ мĕнлине палăртатпăр». Кашни тĕш тыррăн тĕрĕслеме илмелли виçи расна. Сĕлĕ, ыраш, урпа тулă евĕрех 50 грамм, пăрçапа кукурусăн – 200 грамм. Куславккасен тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 50 проценчĕ кондициллисен шутне кĕнĕ. Ку хальлĕхе пĕчĕк виçе. Çапах та вăрлăха вăхăтра тĕрĕслемелле палăртаççĕ Раççей ял хуçалăх центрĕнче. АНАТОЛИЙ КАРЛИНОВ: «Пирĕн вĕсем кондицине мĕншĕн лармаççĕ? Нумайăшсен вăрлăхсем таса мар, шăтаслăхĕ начар тата нӳрĕлле пулма пултараççĕ. Çавăнпа та вăрлăхсен шайĕ пахалăхĕ начарланса пырать. Кондицине ларман вăрлăхсем нумай пулсан вĕсен элитлă вăрлăхсем пур. Вĕсенчен илес пулать. Çĕнетсе пырас пулать вăрлăхсене». Вăрлăх хатĕрлеме халĕ çанталăке те лайах. Тĕш тырă вакланмасть. Чăваш Енре паян 122 ушкăн тĕш тырă тасатать. Республикипе хальлĕхе 47 000 пĕрчĕллĕ тата парçа йышши культурăна тĕрĕсленĕ. Ку енпе хĕрлĕчутайсем, елчĕксем, каçалсем малта пыраççĕ