Шупашкарти тĕп пасарта çынсем Камчатка тăрахĕнчи пулăсене туянма черет тăраççĕ. Белуга, тунец, чавыча – тем тĕрлине те сутаççĕ кунта. Камчаткăри пулла Чăваш Енре пурăнакансем юратаççĕ. Вăл питĕ тутлă, усăллă, тĕрлĕ микроэлементпа пуян. Паха енĕсене упраса хăварас тĕллевпе сутуçăсем ăна шăнтаççĕ. Çур утравран ăна Чăваш Ене тӳрремĕн турттараççĕ. Тĕтĕмленĕ чухне пулла çирĕк, чие, улмуççи турачĕсене çунтарса хатĕрлеççĕ. Вĕсен тĕтĕмĕ пылак шутланать. Тăварланă çимĕç те кашнинех илĕртет. Чавычăна туянакансем питĕ йышлă. Кунти сентресем çине пурĕ 35 тĕрлĕ пулă вырнаçтарнă. МАРИЯ ИСАЕВА: «Пулăра питĕ нумай Омега-3, Омега-6. Вăл питĕ усăллă. Илес пулать, çиес пулать. Хĕвел çук вĕт. Эпĕ зубатка илтĕм. Маларах та илнĕ, тутлă пулă. Пĕртак йӳнĕрех». Камчатка пуллине пĕрре туяннисем кунта тăтăшах килсе çӳреççĕ. Елизавета Семенова ăмăр çанталăкра уйрăмах витаминлă апат çимелле тесе шутлать. Çавăнпа та витаминлă çимĕç туянас тĕллевпе яланах Камчатка пуллине шырать. ЕЛИЗАВЕТА СЕМЕНОВА: «Эпĕ пулă питĕ усăллине пĕлетĕп. Пулăна час-часах çиме тăрăшатпăр. Пулă илме «Камчасткий пулă» патне çӳретĕп. Халь палтус килĕшрĕ». Камчатка пуллине Шупашкарти тĕп пасарта нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕччен туянма пулать