Контрафакт промышленноçа аталанма чарать, пахалăх йĕркине пăхăнса ĕçлеменни çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Саккунсăр тавара çул пӳлмелли майсем пирки Чăваш Енри промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пӳлес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче калаçрĕç. Халĕ чылай продукцие маркировкăсăр сутма юрамасть. Раççей Правительствин хушăвĕпе 2024-мĕш çул тĕлне çĕршывра куллен усă курма туянакан мĕн пур таварăн маркировка йĕрки вăя кĕрсе çитмелле. Çапла майпа саккунсăр таварăн çулне хупма тĕллев лартн
<p><span>Контрафакт промышленноçа аталанма чарать, пахалăх йĕркине пăхăнса ĕçлеменни çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Саккунсăр тавара çул пӳлмелли майсем пирки Чăваш Енри промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пӳлес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче калаçрĕç. Халĕ чылай продукцие маркировкăсăр сутма юрамасть. Раççей Правительствин хушăвĕпе 2024-мĕш çул тĕлне çĕршывра куллен усă курма туянакан мĕн пур таварăн маркировка йĕрки вăя кĕрсе çитмелле. Çапла майпа саккунсăр таварăн çулне хупма тĕллев лартнă. Çĕнĕлĕх ял хуçалăхĕнче таварне те пырса тивет. Сергей Артамонов министр ку енĕпе Чăваш Енри предприятисем тăрăшса ĕçлеме пуçланине каларĕ. Республикăри хăш-пĕр предприятисенче палăртнă йĕркене пăхăнманни тимлĕхе ӳстерме хистет. Лаборатори тĕрĕслевĕсем тăрăх, апат-çимĕçре тата ытти таварта çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ хутăшсем тупнă. Ку хуçалăхсем саккунпа килĕшӳллĕн явап тытĕç. Çĕршыври выльăх-чĕрлĕх таварне калăплакан предпринимательсен электронлă ветеринари сертификацийĕн тытăмĕнче ĕçлеççĕ. «Меркурий» патшалăх программипе пĕрлешӳсемпе уйрăм усламçăсем те анлă усă кураççĕ. Электронлă ветеринари сертификацийĕн тытăмĕ сĕт-çу продукцине, аш-какай пахалăхне туса илекенрен пуçласа туянакан патне çитичченех тĕрĕслеме май парать. Унсăр пуçне апат-çимĕç пирки калакан пур информаци пĕр чăмăрта упранать. Çакă контрафакт продукцийĕнчен хăтăлма, конкурентлăха ӳстерме пулăшать. Чăваш Енри суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин ирĕклĕ сертификаци тытăмне аталантармаллине каларĕ. Ку та контрафактпа кĕрешме май парĕ. «Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тимлĕхе çухатма юрамасть, сентресем çинче суя тавар пулмалла мар», – терĕ. Ку вăл экономикăшăн та, çынсен сывлăхĕшĕн те пысăк пĕлтерешлĕ. Елизавета Цветкова, Игорь Зверев</span></p>