Иртнĕ кунсенче çумăр çуни ял хуçалăх ĕçĕсене чарса лартрĕ. Акса лартнине пухса илмелли вара пайтах-ха. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче сахăр кăшманĕ кăлараççĕ. Хальлĕхе ăна 5 000 тонна яхăн хиртен пухнă. Çав вăхăтрах кĕрхисене акма çĕр пĕтĕмĕшле хатĕрлесе çитермен-ха. Кирлин 91 процентне çеç пурнăçланă. 8 районта вара плана тултарнă. Куславкка тата Шăмăршă районĕсенче ку ĕç уксахлать – палăртнин çурри ытларах çĕр çеç хатĕрленĕ. Республикăри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхисене те вăхăтлă акса ĕлкĕрмелле. Паян пур районта та ку ĕçе пуçăннă. 86 000 ытла гектар çинче хальлĕхе кĕрхи вăй илет. Хуçалăхсенче ытларах тулă акаççĕ. Вăрнар тата Муркаш районĕсенче третикале вăй илет. Улатăр, Канаш, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле районĕсенче кĕракипе текех пуç ватмаççĕ, вĕсем план тултарнă. Чăваш Енре нумай хуçалăхра куккурус çитĕнет. Ăна мăйракаллă шултра выльăх валли ешĕл апат хатĕрлеме тата вăрăлăх акаççĕ. Вăрнар, Красноармейски, Шупашкар тата Шăмăршă районĕсенче «уй пикине» тĕшĕлеççĕ. Вĕсем куккуруса 500 ытларах гектар çинче пухса илнĕ. 4 000 ытла тонна сар пĕрчĕ пӳлмене кĕнĕ. Силос тунă çĕре 9 000 яхăн гектар çинче çулнă куккуруса янă. Выльăх валли техĕмлĕ апат хатĕрлессипе 18 районта тимлеççĕ. Хĕвеллĕ кунăн кашни сехечĕпе усă курма тăрăшать çĕр ĕçченĕ. Çĕрулмие те юр айне тумалла мар, вăхăтлă кăлармалла. Тăвайсемсĕр пуçне пур районта та халь «иккĕмĕш çăкăр» пуçтараççĕ. 3 000 ытла гектар çинчен кăларнă та. Тухăç пит савăнтармасть. Пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтартуран гектартан 40 центнер сахалтарах тухса пырать