Ĕçне кура – хисепĕ. Республикăри 9 вĕрентекен Раççей çӳтĕç министерствин премине илме тивĕçнĕ. Вĕсенчен пĕри – Сĕнтĕрвăрринчи пĕрремĕш гимнази ĕçченĕ Алена Тимофеева. Çулсеренех аталанса, çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăвакан вĕрентекенпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ. 20 çул ытла пĕр сукмака такăрлататса пĕлӳ çуртне васкать Алена Юрьевна вĕрентекен. Историпе обществознани предмечĕсен вăрттăнлăхне, ăслăлăхне ачасен чунĕ патне çитерес тесе пĕтĕм вăй-халне парать вăл. Унсăр пуçне ăста педагог аслă классенчи хĕрсемпе каччăсене укçа-тенке перекетлĕ усă курма, е урăхла каласан, финанс пĕлĕвне вĕрентет. ТАТЬЯНА АФАНАСЬЕВА: «Манăн шутпа, Алена Юрьевна, эпĕ пĕлекен чи лайăх вĕрентекен. Вăл вĕрентекен çеç мар, иккĕмĕш анне те, чăн-чăн юлташ та. Эпир унпа вĕренÿ çинчен çеç калаçмастпăр, хамăра кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явма пултаратпăр». Раççей шайĕнчи наградăна тивĕçни – мал ĕмĕтлĕ вĕрентекене тата ытларах çитĕнÿсем тума хавхалантарть. Сăмах май, Алена Тимофеева хăй те тăтăшах професси тупăшĕвĕсенче палăрать. Ăмăртусенче те, вĕрентÿ ĕçĕнче те яланах çĕннине шырать. Вăл Раççей çӳтĕç министерствин премине те тивĕçнĕ. АЛЕНА ТИМОФЕЕВА: «Дистанци формипе ăнăçлă усă курмалла пĕлнине те шута илчĕç. Манăн вĕренекенсем çак вĕрентÿ йĕркине алла илнине çирĕплетекен хут та пур. Чылайăшĕ – инçет мелпе вĕренесси йывăр тесе шухăшлать, анчах та пач ун пек мар». Алена Юрьевна ĕçре – вĕрентекен, килте вара юратнă мăшăр тата анне. Ырă тĕслĕх кăтартнăрăн аслă хĕрĕпе ывăлĕ те унăн çулĕ çинех тăма ĕмĕтленеççĕ. Юлия Адюкова, Надежда Макашина, Павел Ракитин