<p style="text-align: justify;">Çак ăмăртура кĕлетке вăйлă пулни пĕлтерĕшлĕ мар. Спортăн ку тĕсĕнче пуçпа ĕçлемелле. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 5-мĕшĕччен Чăваш Енре пĕрремĕш хут шахматла выляссипе Раççей чемпионачĕн аслă лиги иртет. Вăйă пуçланнă кун унта эпир те Николай Скворцов операторпа çитсе килтĕмĕр.<strong> </strong></p>