Чăваш Енре çӳп-çап «хуçине» палăртнă. Малашне республикăри хытă каяшсене турттаракан, тирпейлекен, сиенсĕрлетекен пĕрлешӳ «Экоцентр» пулать. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çĕршыв Правительстви кăларнă хушупа килĕшӳллĕн, 2019-мĕш çул тĕлне кашни регионта палăртса хунă пĕр оператор — тепĕр майлă каласан - монополист пулмалла.