Паянхи куна республикăра вăрман лаптăкĕсене тара илни пирки 486 килĕшӳ тунă. Уйăрса панă çĕр çинче ял хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пыраççĕ, эмел курăкĕсем пухаççĕ, çĕр тĕпĕнчи пурлăха тишкереççĕ тата ытти те. Шанса панă вăрман лаптăкĕпе пурте тĕллевлĕ усă кураççĕ-и-ха? Çакăн пирки — паянхи кăларăмра.