Йĕмен ачана кăкăр памаççĕ. Шупашкар çыннисем вара эрне тăршшĕпех хăйсене илтессе кĕтеççĕ. Иртнĕ эрнекун тĕп хулари 27-мĕш шкул пахчи вырăнĕнче нумай хутлă çурт лартассине халăх хирĕç пулнине пĕлтернĕччĕ. Ытларикун - Ахазовпа Элкер урамĕсен хĕресленĕвĕнчи çуртсенче пурнакансем çакăн пек ыйтупах канăçсăрланнине хыпарларамăр. Халĕ вара пăнчă лартма та юрать — паян халăхпа Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ.