Вырăнти пуçарулăха кура ял-хула тăрăхĕсене аталантармалли программа вăй илсех пырать. Пĕлтĕр конкурса 145 проект тăратнă, кăçал тата нумайрах. Иртнĕ çул тĕллеве пурнăçлама 53 миллион тенкĕ укçа уйăрнă пулсан, кăçал икĕ хут ытларах. Тата мĕн тумалла? Ял çыннин йывăрлăхсенчен епле тухмалла? Федераци бюджетĕнчен укçа уйăрĕç-и? Ытти регионсем ку енĕпе епле ĕçлеççĕ? Çак ыйту хуравĕсене манăн ĕçтеш Олеся Руссакова паян Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура шырарĕ. Тупнă-и? Сюжетра пĕлме пултаратăр.