Юратнă ĕç ывăнтармасть. Чун киленĕçĕ пулса тăрсан ун йыварлăхне те, кăткăслăхне те хĕвел çаврăнăш тĕшши пекех шĕкĕлчеме тытăнатăн. Вара ун тивлечĕпе пулса тухнă япалсен шутне те çухататăн. Шупашкар хулинче атă-пушмак тĕплекен Радик Смирнов ăста та çавăн пекех: ун пухмачĕнче те пин, те ытларах та сандали, тухли те çăпата.