Пулас салтаксем çитĕнеççĕ. Чăваш Енре «Çĕнтерӳ салючĕ» ятпа кадетсен тата çар пĕрлешĕвĕсен смотр-конкурсĕ иртрĕ. Ăна «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» общество пĕрлешĕвĕ пуçарнипе кăçал 8-мĕш хут йĕркелерĕç. Çитĕнекен ăрăвăн çаврăнăçулăхĕпе хастарлăхне Юлия Адюкова репортёр та сăнарĕ.
Ăмăрту пуçланиччен шутлă минутсем юлнă. «Вĕсене сая яма юрамасть», – теççĕ Елчĕк шкулĕн кадечĕсем. Стройпа илемлĕ утма пултарнине вĕсем пуринчен лайăх кăтартса парасшăн. Çакнашкал тĕллев смотр-конкурса пуçтарăннă кашни çамрăк чĕринчех хуçаланать. Кăна ăмăртăва йĕркелекенсем те палăртаççĕ.
ИВАН НИКОЛАЕВ: «Ачасен çамрăкранах патриотсем пулса ӳсмелле, мĕншĕн тесен чунра патриотизм пулмасть пулсан, шухăшра кайран ӳссен те вĕсен пуçа кĕртме йывăртарах. Эпир тăрăшасшăн, ытларах пирĕн ачасем хутшăнччăр çак ĕçре, патриотизм мероприятийĕсенче, вĕсен шухăшра, пуçра ăнлану юлтăр».
Фестивале республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 400 ытла ача пуçтарăннă. Вĕсем 5 енпе тупăшаççĕ: стройпа утаççĕ, автомат салатса пуçтараççĕ, кĕлетке тата çан-çурăм çирĕплĕхне, çĕршыв, регион историне пĕлнине, ташлама пултарнине кăтартса параççĕ.
КСЕНИЯ КИРИЛЛОВА: «Мана пирĕн ташă питĕ килĕшрĕ. Эпир, ман шутпа, питĕ хитре ташларăмăр. Кадет пулни мана пурнăçра питĕ пулăшать. Эпĕ хама вăйлăрах туятăп».
Смотр-конкурсне ирттерни – патриотла мероприятисен пĕр пайĕ çеç-ха. Шăпах çакнашкал ĕç-пуçра çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипечĕ çирĕпленет. Вăл вара чăваш çамрăкĕсене яланах чи лайăххисен йышне кĕме пулăшать. «Çĕнтерӳ салючĕ» фестивальте кĕçĕн тата вăтам ӳсĕмри кадетсен хушшинче Комсомольскинчи 2-мĕш шкул хастарĕсем мала тухма пултарчĕç. Аслă ӳсĕмрисен тупăшăвĕнче вара Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи кадет класне çитекенсем пулмарĕç. Анчах та ăмăртура çĕнтерни мар, пулас Тăван çĕршыв хӳтелевçисен ăсталăхĕ аталанни, вĕсен хастарлăхĕпе паттăрлăхĕ çӳллĕ шайра палăрни пĕлтерĕшлĕрех пулчĕ.