Добавить новость


Новости сегодня

Новости от TheMoneytizer

Брендбукпа логотип конкурсĕ

Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви чăваш халăхне çутта кăларакан аслă педагог,ăсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнĕ май логотиппа брендбуксен конкурсне ирттерет. Унта хальллĕхе 2 çын хутшăннă. Пĕтĕмлетÿ тăвиччен тата ĕçсем кĕтеççĕ.

Логотиппа брендбуксен конкурсне кирек камăн та хутшăнма ирĕк пур. Пĕр çын пурĕ 3 ĕç тăратма пултарать. Конкурс йĕркипе тĕплĕнрех Чăваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

ИРИНА ДАНИЛОВА: "Акан 25-мĕшĕнче Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çак куна хатĕрленсе эпир Ульяновск облаçĕнче тухса тăракан "Канаш" ятлă пĕртен-пĕр чăваш хаçатĕнче ĕçлекенсем вулакансене Яковлев пурнăçĕпе паллаштаратпăр. Кашни номерте пĕрер старница информаци, сăвăсем пичетлетпĕр. Нумаях пулмасть интернетра Яковлев çуралнă кунĕ тĕлне логотип конкурс пуласса вуласа пĕлтĕм. Манăн та хутшăнса пăхас кăмăл çуралчĕ. Ĕçрен киле кайнă май çул çинче вăл мĕнлерех пуласси пирки шутласа пытăм, компьютер умне ларсассăн вара логотип хăйне хăех çуралчĕ. Чи кирли – Яковлев хушамачĕпе вăл çуралнă çула çыхăнтарасси пулчĕ. Унтан чăвашсем юратнă тĕсĕсене хушса хутăм, çавăн пек логотип çуралчĕ. Конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунатăп. Хам çĕнтерессе шанатăп".

 Çĕнтерÿçĕне 90 000 тенкĕ парса хавхалантарĕç. Конкурс материалӗсене пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхăн 25-мӗшӗччен Шупашкар хулинчи Президент бульварӗн 17-мĕш çуртĕнче, 6-мĕш хутра йышăнаççĕ.

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Вашем городе

Ria.city
Музыкальные новости
Новости России
Экология в России и мире
Спорт в России и мире
Moscow.media










Топ новостей на этот час

Rss.plus