Добавить новость


Новости сегодня

Новости от TheMoneytizer

Çĕнтерĕве тылра çывхартнă

Окоп чавнă, вăрман каснă, кантăр çапнă, торф кăларнă. Вăрнар тăрăхĕнчи Пăваялĕнче пурăнакан Евлампия Филиппова хăйĕн ĕмĕрĕнче нушине сахал мар курнă. Ачаранпах кинемей ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Çĕр çула çывхараканскер вăрçă çулĕсенче ырми-канми тăрăшнă. Çĕнтерĕвĕ тылра туптанă паттăрпа Алексей Зотиков корреспондент тĕл пулчĕ.

Хӳтĕлев чикки çĕклеме кайнă чухне çамрăксем çак юрра шăрантарнă. Çĕр çула кайнă пулин те юрă самăхĕсем халĕ те пуçрах тет Евлампия Филипповна. Окопсем чавнине кинемей ĕнер пулса иртнĕ евĕр астăвать.

ЕВЛАМПИЯ ФИЛИППОВА: «Пилĕк куб метр чавас пулать. Пилĕк куб метр тумасан кĕртмеççĕ. Пилĕк куб метр чавас пулать. Вара çĕрне чаватпăр та. Пĕр десятник пырса вĕрентрĕ. «Эсир чавма чаватăр, çакăнта вак чулсем тухаççĕ», – терĕ. «Çавна окопсем чавнă чухне пилĕк куб метр чавнă чухне çавăнта çак чул ваккисене тултарăр», – терĕ. Вара пилĕк куб метр виçет те метрпа тусан норма кĕртеççĕ, тумасан кĕртмеççĕ».

Тыл ĕçченĕ окоп чавма ансат мар пулнине калать. Алран кĕреçе кайман çамрăк пикен. Евлампия Филипповна Тăвай патĕнче ĕçленĕ. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна парнепе те чысланă.

ЕВЛАМПИЯ ФИЛИППОВА: «Янтиковăна окоп чавма кайнă. Ĕçлесе пурăннă, çавăн пек ĕçлесе пурăнса вăхăт ирттертĕм. Вăхăт иртрĕ. Нимĕнле савăнăç та курман эпĕ. Нимĕнте. Йăлт макăрса».

Сыхлăх чиккине чавса пĕтерсен колхозра ĕçленĕ, вăрман каснă, çул тунă. Иваново облаçне торф кăларма кайнă. Яппи аппа ялта сумлă çын. Хисеплесе ялта çапла чĕнеççĕ ăна. Халĕ Евлампия Филипповна 6 мăнукĕпе, 11 кĕçĕн мăнукĕпе тата пилĕк кĕçĕн мăнукĕн ачисемпе савăнать. «Вĕсем мана пурăнма вăй-хал параççĕ», – тет кинемей. 

Читайте на сайте


Smi24.net — ежеминутные новости с ежедневным архивом. Только у нас — все главные новости дня без политической цензуры. Абсолютно все точки зрения, трезвая аналитика, цивилизованные споры и обсуждения без взаимных обвинений и оскорблений. Помните, что не у всех точка зрения совпадает с Вашей. Уважайте мнение других, даже если Вы отстаиваете свой взгляд и свою позицию. Мы не навязываем Вам своё видение, мы даём Вам срез событий дня без цензуры и без купюр. Новости, какие они есть —онлайн с поминутным архивом по всем городам и регионам России, Украины, Белоруссии и Абхазии. Smi24.net — живые новости в живом эфире! Быстрый поиск от Smi24.net — это не только возможность первым узнать, но и преимущество сообщить срочные новости мгновенно на любом языке мира и быть услышанным тут же. В любую минуту Вы можете добавить свою новость - здесь.




Новости от наших партнёров в Вашем городе

Ria.city
Музыкальные новости
Новости России
Экология в России и мире
Спорт в России и мире
Moscow.media










Топ новостей на этот час

Rss.plus