Чăваш Ен тĕп хулинче «Çĕр улми-2023» курав ĕçлеме пуçларĕ. Кунта ăна пĕрремĕш хут йĕркелерĕç. Унта конференцисем, çавра сĕтелсем иртеççĕ, килĕшӳсем алă пусаççĕ, вăрлăх валли паха çĕр улми туянаççĕ. Курава хутшăнма çĕршыври 22 регионти 93 предприяти кăмăл тунă. Беларусь Республикинчен пĕрлешӳсем çитнĕ. Куравра 810 лапам ĕçлет. Çĕр улмипе пĕрлех кунта им-çам туянма, техникăпа паллашма та май пур.
Чăваш Ен «иккĕмĕш çăкăр» туса илес, ăна пухса кĕртес, унран тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлес тĕлĕшпе малалла кайнине, производство калăпăшне ӳстерме никĕс хывни çинчен калаçрĕç курава хутшăнакансем.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Кун пек выставка пирĕн çĕршывра тек çук. Ăна пĕтĕм экспертсем калаççĕ кун пирки. Нумайăшĕ хăйсен регионне илсе каясшăн. Çĕршывра çĕр улми туса илекенсем чăвашсем патĕнчех ирттеретпĕр. Тĕллевĕ – вырăнĕ кăна пултăр лайах ирттерме. Пире ют çĕршывран вăрлăх пама пăрахсан эпир хамăр та пурăнма пултаратпăр. Санкцисем пире вăйлатса кăна пырĕç».
Тĕрлĕ ăслăлăхпа тĕпчев институчĕпе паха вăрлăх туса илессипе тĕрлĕ ĕçлĕ тĕл пулусем иртрĕç, хутшăнусене çирĕплетрĕç.
НИКОЛАЙ ВАСИЛЬЕВ: «Çак курава 15-мĕш хут килетпĕр. Раççей шайĕнчен 30 ытла регион килет. Çак курав лайăх иртет. 93 экспонент – 22 регионтан килнĕ Беларуссирен килнĕ 3 предприяти. Куравра çавра сĕтелсем, техника куравĕ пулать».
Аграрисене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшать. Курава хутшăнакансем кашнинчех килекенсене çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтересшĕн.
ДМИТРИЙ ЯМЩИКОВ: «Çураки валли хатĕрлентĕмĕр. Эпир Чăваш Республикинче субсидировани программине хутшăнатпăр. Çак техника ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене 40 процентне икĕ направленипе кам животноводствăпа, растениеводствăпа хутшăнатпăр. Кам 2 направленипе 45 процент субсиди илме пулать. Эпир çак куравра самоходный косилка. Вăл пирĕн республикăра питĕ лайăх усă кураççĕ. Раздельный уборкăра та, выльăх апачĕ усă курнă чухне усă кураççĕ».
Ку техника питĕ хăватлă шутланать, 210 лаша вăйĕ. Унăн хакĕ 12 миллион тенкĕ, патшалăх программипе усă курса 5 миллион тенкине каялла тавăрма пулать. Курав пуш уйăхĕн 3-мĕшĕччен ĕçлет, республикăра пурăнакансем унта вăрлăх валли çĕр улми туянма пултараççĕ.