Кашни пахчаçă тухăçлă та пуян çимĕç туса илме тăрăшать. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тесен çĕр пулăхлăхне лайăх шайра тытса тăмалла. «Çĕр улми» куравра иккĕмĕш çăкăрăн тĕрлĕ сорчĕпе пĕр танах им-çам та туянма май пур. Шупашкар тăрăхĕнчи Игорь Грацилев фермер çулсеренех пахчаçăсене паха йышши удобренипе савăнтарать. Паян та унăн таварне туянас текенсем республикăн тĕрлĕ тăрăхĕнчен ятарласа Шупашкара çитнĕ.
РОЗА СЕРГЕЕВА: «Кашни çул выставкăна килетĕп, 5-мĕш çул. Кунта çав тери интереслĕ çĕр улми сорчĕсене кăтартаççĕ, тĕрлĕрен удобренисене, экологически таса удобренисем. Вĕсенчен пĕри вăл биогумус. Паян та илес терĕм, пĕлтĕр те илнĕ».
Биогумус кали, азот, фосфор, тимĕр тата ытти микроэлементран тăрать. Çут çанталăк пурлăхĕ ӳсен-тăрана вăй парать, унăн çимĕçне тутлă та паха çитĕнтерет. Грацилевсен суту-илӳ сентри çинче кăçал тепĕр çĕнĕ продукци пур. Вăл шĕвĕ им-çам. Унăн тухăçлăхĕ ыттисенчен самай лайăхрах. Вăл нумайлăха çитет. Пĕр литр çурă им-çампа пĕр гектар ӳсен-тăрана хушма вăй пама пулать.
ЛЮДМИЛА БАРАНОВА: «Питĕ лайăх препарат. Усă курма юрать. Илĕр, туянăр, усă курăр, пĕр хими çук унта, ĕçлеме пулать».
«Грацилев хресчен-фермер хуçалăхĕ» туса кăларкан им-çама Чăваш Ен çыннисем çеç мар, Тутар, Мари республикисенче тата Чулхурлара пурăнакансем та туянаççĕ. Çавăн пекех ăна Китай Республикинчи Тайвань хулине те ăсатаççĕ. Продукцие туянас текенсене «Çĕр улми-2023» кураври 30-мĕш павильонра кĕтеççĕ. Çавăн пекех им-çама «Wildberries» маркетпейлс урлă та илме пулать.