Чӑваш Енре пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин программине туллин пурнӑҫланӑ. Кун пирки Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура пĕлтерчĕç. 2022-мĕш çулхи строительство комплексĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май çитес çулхи ĕç-хĕле палăртрĕç. Республикăри строительство министрĕ Павел Данилов каланă тăрăх, «Строительство» ĕç-хĕлне пурнăçлакансем 54 миллиард тенкӗлĕх ӗҫ пурнӑҫланине каларĕ. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан 5 процент ытларах. Ӳсĕм инвестици калăпăшĕпе палăрнă. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалли калăпăшĕ 18 процент ӳссе 850 пин тăваткал метра çитнĕ. Çав шутра уйрăм пурăнмалли çурт-йĕр 571 000 тăваткал метр, 279 000 нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку пĕлтерĕшлĕ кăтарту пулнине палăртрĕ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тăвассипе тата та тăрăшарах ĕçлемеллине каларĕ. Кун пек ӳсĕм тума икĕ япала витĕм кӳнĕ – уйрăм пурăнмалли çуртсене инвентаризаци туни тата çуртсене газ илсе çитерни. Хальхи вăхăтра строительство тапхăрĕнче 554 000 тăваткал лаптăклă 68 нумай хваттерлĕ çурт. Пурăнмалли кĕтеслĕ пулас текенсене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2022-мĕш çулта 204 çемье ипотекăн малтанхи тӳлевне саплаштарма пулăшу илнĕ. Кăçал çакнашкал çăмăллахпа 253 çемье усă курма пултарать. Нумай ачаллă çемьесене тата тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтересси те тĕп тĕллевсенчен пĕри. Чăваш Республикин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, ашшĕ-амăш хӳттисĕр юлнисем валли 305 пурăнмалли çурт-йĕр туяннă, нумай ачаллă 30 яхăн çемье пурăнмалли кĕтеслĕ пулнă.