Тутлă та техĕмлĕ, сывлăхшăн усăллă. Чăваш Енре пурăнакансен Камчатка пуллине туянма май пур. Ăна Шупашкарти регионсен хушшинчи суту-илӳпе курав центрĕнче сутаççĕ. Чавыча, белуга, кижуч, клыкач. Çак тата ытти пулла ятарласа чăваш халăхĕ валли Камчатка тăрăхĕнче тытнă. Ăна пирĕн республикăна тӳрремĕнех кӳрсе килнĕ. Кун çинчен черетре тăракансем те аван пĕлеççĕ. Çур утравран илсе килекен пулла вĕсем яланах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. РАИСА СПИРИДОНОВА: «Унта тинĕс çавăнтах, хăйсем тытаççĕ, хăйсем тăварлаççĕ, хăйсем

Тутлă та техĕмлĕ, сывлăхшăн усăллă. Чăваш Енре пурăнакансен Камчатка пуллине туянма май пур. Ăна Шупашкарти регионсен хушшинчи суту-илӳпе курав центрĕнче сутаççĕ.

Чавыча, белуга, кижуч, клыкач. Çак тата ытти пулла ятарласа чăваш халăхĕ валли Камчатка тăрăхĕнче тытнă. Ăна пирĕн республикăна тӳрремĕнех кӳрсе килнĕ. Кун çинчен черетре тăракансем те аван пĕлеççĕ. Çур утравран илсе килекен пулла вĕсем яланах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

РАИСА СПИРИДОНОВА: «Унта тинĕс çавăнтах, хăйсем тытаççĕ, хăйсем тăварлаççĕ, хăйсем коптить тăваççĕ. Питĕ хитре, лайăх».

Камчатка пулли тĕрлĕ витаминпа, микроэлементпа пуян. Çавăнпа та ăна уйрăмах кĕркунне, чир тапхăрĕсем пуçланас умĕн çини усăллă. Вăл иммунитета çирĕплетме те май парать.

ГАЛИНА ЗОЛОТУХИНА: «Илсе курнă, çисе курнă, палтус шутсăр тутлă, илесшĕн-ха. Тутлă, юрататпăр, шăмсем лайăх пулмалла вĕт».

Пулла шăнтса хурсан та унăн паха енĕсем çухалмаççĕ. Çавăнпа та регионăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем çак техемлĕ апата уявсем валли туянас тесе ятарласа Шупашкара килеççĕ. Суту-илӳ сентрисем çинче 35 тĕрлĕ пулă пурри вара кашнийĕн кăмăлне тивĕçтерме пултарать.

МИХАИЛ ИВАНОВ: «Пулă ялан усăллă ĕнтĕ вăл. Лайăх пулă кунта. Эпир Куславккара пурăнатпăр, унта ун пекки çук».

ГАЛИНА ЛАВРЕНТЬЕВА: «Пĕрремĕш хут, хальччен илмен эпĕ кунтан. Илтме илтнĕ, пĕрмаях илтнĕ. Кирек мĕнле пулă та усăллă, çимелле теççĕ. Пулăсем çуллă, тутлă».

Тутлă пулăллă, вăлчаллă пулас тесен Шупашкарти регионсен хушшинчи суту-илӳпе курав центрĕн 5-мĕш хутне çитмелле. Камчатка пуянлăхне юпа уйăхĕн 22-мĕшĕччен туянма пулать.