Юпа уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Хусанта пĕтĕм тĕнчери «Çул-2022» курав-форум ĕçлет. Кăçалхипе вăл 10-мĕш хут иртет. Вăл çĕршыври çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсене, усламçăсене, ку енпе техника туса кăларакансене пĕрлештерет. Форума Чăваш Енрен те сумлă йышпа хутшăнаççĕ.
Форум пынă вăхăтра «Раççейре туса кăларнă» курав та ĕçлет. Кунта çул çинче ĕçлекен 50 ытла техника. Пĕр лапамра çеç техника туса кăларакан 40 пĕрлешӳ хăйĕн ĕçĕпе паллаштарать, вĕсенчен 6-шĕ – ют çĕршывран. Сăмала е тикĕт хутăшне тикĕс саракан техника, погрузчик, экскаватор, автогрейдер тата ытти те. Çакăнтах çул-йĕр лабораторийĕсенче усă куракан хатĕрсемпе те паллашма пулать. 3-мĕш павильонра «Мобильлĕ хула» ятарлă кĕтес пур. «Мускав – Хусан – Екатеринбург» транспорт маршручĕпе те паллашма май пур.
Чăваш Республики экспозицийĕ шăпах республика витĕр выртакан М-12 трассăна сăнарлать. Экран çине Аслă çула кăларнă. Ун умĕнче вара Шуршăлти космонавтика музейĕнчен илсе кайнă «Волга» машина тăрать. Шăпах çак Газ автомобильпе Николаев космонавт ярăннă. Чăваш Енре паян пысăк хăвăртлăхлă автомагистрале тăвассин 6-мĕш тата 7-мĕш тапхăрĕсем пыраççĕ. Республика территорийĕнче М-12 трасса 100 çухрăмпа танлашать. Ку таранччен Хусантан Мускава кайнă чухне çул çинче 12 сехет иртнĕ пулсан, çенĕ трассăна хута вăхăта ик хут чакарма май парать. Чăваш Енрен вара 4 сехетрех çĕршывăн тĕп хулине çитме пулĕ.