Мĕн тĕри илемллĕ тăван ен, мĕн чухлĕ тĕлĕнмелле вырăн пур пирĕн тавра. Раççей шкул ачисене Тăван çĕршывпа çывăхланма пулăшас, туризма витĕмлĕрех тăвас тĕллевпе Раççей Правительстви çĕнĕ программа йĕркеленĕ. Унта 18 регион кĕнĕ, Чăваш Ен те вĕсен хушшинче. Авăн уйăхĕнчен пуçласа шкул ачисем тăван енĕн паллă вырăнĕсем тăрăх çул çӳревсе кайĕç. 5-мĕш классран пуçласа 9-мĕш классра вĕренекенсене çак пĕчĕк çул çӳревсем урлă тăван ен историйĕпе паллаштарасшăн,тăван çĕршыва юратма вĕрентесшĕн. Ачасем валли апат-çимĕç, çывăрмалли вырăн тата транспорт хатĕр пулать. Çакна пурнăçлама республика тата федераци хыснисенчен 22 миллон тенкĕ уйăрса параççĕ