Çанталăк шăрăх тăнă май Чăваш Енри вăрмансенче пушар тухасран сыхă тăраççĕ. Хĕрлĕ автана алхасма парас мар тесе Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин ĕçченĕсем хушма ĕç-пуç ирттереççĕ. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те вăрман хуçалăхĕн тата сыхлавĕн ĕçченĕсемпе пушар хăрушлăхĕн йĕркисене аса илчĕ. Çанталăк илемĕпе, ăшшипе усă курса чылай çын уçă сывлăша канма тухать. Çут çанталăк ыйтамĕнче вăхăта савăнăçлă ирттернĕ май хăшĕ-пĕри хăрушсăрлăх çинчен манать. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен республикăра пушара хирĕçле ятарлă йĕрке çирĕплетнĕ. Çавна май, асăннă йышăну вăйран тухиччен уçă вырăнта, вăрманта, унăн çывăхĕнче кăвайт чĕртме, кăмрăк çинче апат пĕçерме юрамасть. Халăх йĕркене пăхăннине вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем тимлĕхре тытаççĕ. АВЕРКИЙ ВОЛКОВ: «Уçă çулăмпа усă курма юрамасть вăрманта, мĕншĕн тесен хăю темскерпе пушар сиксе тухма пултарать. Çав енчен эпир пурне те ыйтатпăр,çав япаласемпе усă курмалла мар вăрманта, сыхламалла». Ĕçе тивĕçлĕ йĕркелеме, синкерлĕ лару-тăру тухсан ăна хăвăрт татса пама вăрманçăсене çĕнĕ техника пулăшать. «Экологи» наци проекчĕ пулăшнипе Шупашкар тата Йĕпреç вăрманлăхĕсене цистернăлла 2 пушар машинипе тивĕçтернĕ. Вĕсем «хĕрлĕ автан» алхасакан çĕре вăхăтра шыв илсе çитерме май парĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ тапхăрта кĕтмен шăнкăрав çитрĕ. Çурçĕр вăрманлăхĕн 15-мĕш кварталĕнче хĕрлĕ автан ташлама пуçланă иккен. Сăлтавĕ – типĕ аçа-çиçĕм çапни. Çак инкек çинчен вăхăтра пĕлме ятарлă çӳллĕ вырăн май панă. Хуралта тăракансен тимлĕхе самантлăха та çухатмаççĕ, çывăхри вăрмансенчи лару-тăрăва кунсеренех сăнаса тăраççĕ. Вăрман хуçалăхĕн тата сыхлавĕн ĕçченĕсем инкек тухнă вырăна васкавлă çитсе çулăма сӳнтерме пултарнă. Пушара хирĕç ятарласа сухаласа ярăмсем тăвасси те вăрманçăсен тивĕçĕ. Ытларах чухне вĕсене çуркунне, юр ирĕлнĕ хыççăн йĕркелеççĕ. АВЕРКИЙ ВОЛКОВ: «Ăна çĕнетеççĕ, пăхсассăн, тен, тулать вăл, унта хыр йĕкелĕсем ӳкеççĕ е туратсем. Ăна çĕнĕ хут пăхса тăраççĕ, çĕнетсе тăраççĕ. Вăрманта вăл питĕ кирлĕ япала». ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Хальхи вăхăтра республикăри вăрмансенче пушар тухас хăрушлăха 3-мĕш класспа палăртнă. Çак тапхăрта вăрмансенче кăвайт чĕртме юрамасть. Енчен те çак класс хисепĕ 4 е 5-пе улшăнчĕ пулсассăн, çынсене вăрмана кĕме те чарĕç».