Халăха турттаракан транспортпа çула тухакансем валли меллĕ те хăтлă майсем пулмалла. Муркаш салинчи автостанцинче кун пек майсем пулнă та. Анчах та нумай пулмасть автостанцие килекен халăх транспорта кĕтме ăшă пÿлĕмрен урама тухать. Кун пирки эпир сире малтанхи кăларăмсенче каласа панăччĕ. Халăх мĕншĕн халĕ те урамра? Халăха турттаракан усламçă мĕншĕн хăйĕн тĕрĕслĕхне çеç ĕнентересшĕн. Лару-тăрăва тĕпрен тишкерме эпир тепĕр хутчен çула тухрăмăр. Муркашран куллен çула тухакан йышлă. Хашĕ-пĕри Шупашкара ĕçе васкать, аслăрах çултисем вара район центрне сыватмăша килсе çӳреççĕ. Малтан халăх автобуса вокзал çурчĕн ăшă пÿлĕмĕнче кĕтнĕ. Кайран меллĕ транспорта вырнаçса ларнă та çула тухнă. Паян вара пассажирсем сивĕ çумăр айĕнче шăнса тăраççĕ. Николай Никитин усламçă, автостанци хуçи, çак пăтăрмахшăн вырăнти ертӳлĕхе айăплама пăхать. Вокзала тĕрĕс-тĕкел ĕçлеме район администрацйĕ чăрмантарать имĕш. Анчах та автостанцие никам та хупман, Никитина услам тума никам та чармасть. Халăха урама кăларса яни те – автостанци хуçин шухăшĕ пулнă-мĕн. Вырăнти ертӳлĕхе айăплама хăтланнин сăлтавĕ те çук мар иккен. Тĕрĕслĕх шырама эпир администраци çуртне çул тытрăмăр. АНДРЕЙ МЯСНИКОВ: «2008-мĕш çулта, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă май, хальхи автостанци вырнаçнă çĕр лаптăкĕсем çинче парк пулнă. Йывăçсене шеллемесĕр касса пăрахнă. Никитин вара халăха турттарас ĕçе йĕркеленĕ. Услам ĕçне вара, хăй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă май, хăйĕн ывăлĕ çине çырнă». Куншăн ăна хăй вăхăтĕнче явап та тыттарнă. Апла пулин те паянхи кун та лăпланаймасть усламçă. Кадастр картти çинче автостанци хăпартнă çĕр лаптăкĕ Никитинсен шутланать, тĕрĕсрех каласан, Николай Ивановичăн ывăлĕн – Иван Николаевичăн пурлăхĕ ку. Юнашар лаптăк вара тара илнĕскер. Унпа тата автостанци пÿлĕмĕпе халăха турттаракан ытти усламçăсем усă курнăшăн Никтинах укçа тÿлеççĕ, палартаççĕ админситрацире. Эпир Муркаш салинчи халăха турттаракан тепĕр усламçă патне шăнкравларăмăр. Алексей Яковлев лару-тăрупа кăмăлсăр. Тĕрĕслĕхе шыракан, е хăйĕн тĕрĕс текен шухăшне халăха ĕнентерекен Николай Никитин администраци çуртне куллен утать. Хăш чух çăхав хучĕпе, хăш чух вара халăх валли «пĕлтерÿпе». Çĕр ыйтăвĕ хăçан тата еплерех татăлассине вара суд йышăнăвĕ çеç татса пама пултарĕ. Маргарита Мельникова, Татьяна Молокова, Сергей Емельянов, Игорь Зверев