Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа республикăра пушара хирĕç ятарлă режим ĕçлеме тытăнчĕ. Çумăрлă кĕр кунĕсем çитрĕç пулин те, ку режим вĕçленмен-ха. Çак тапхăрăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура сӳтсе яврĕç. Ятарлă пушара хирĕç режим вăхăтĕнче вăрманта, уйра, ял çывăхĕнче кăвайт, типĕ курăк, çӳп-çап çунтарма юрамарĕ пулин те, пĕрех вут аллине тăснă тĕслĕх пулнă. Республикăри вăрмансенче 14 пушар тухнă. Вут-çулăм 24 гектара яхăн çĕр çинче алхаснă. Республикипе илес пулсан пĕтĕмĕшле тăкак 13 млн тенкĕпе танлашнă. Ытларах чухне пушарсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче пулаççĕ. Типĕ курăк çунма пуçлани инкек патне илсе çитерет. Çулăм хăвăртах вăрман çине сиксе ӳкес хăрушлăх пысăкланать. Çавăнпа та ку енпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Синоптиксем палăртнă тăрăх, хĕвеллĕ кунсем çывăх вăхăтра тата та пулĕç. Çавăнпа та сыхă пулмалла. «Хĕрлĕ автана» чарма çăмăл мар. Вăл пĕтĕмпех тĕп тăвать. Кăмпана каякансен, шашлăк пĕçерме юратакансен асра тытмалла: типĕ çанталăкра кăвайт чĕртме юрамасть, пирус тĕпĕ те хуйхă куççулĕ тăктарма пултарать. Татьяна Раевская, Юрий Марков